Victory Day - Çĕнтерÿ кунĕ
Ҫӗнтерӳҫӗм, пит инҫеччӗ эс пиртен,
Кӗл кӑварӗ пек сӳнеттӗнччӗ хуллен.
Ҫулӑм витӗр, ҫумӑр витӗр талпӑнса,
Сан пата эпир ҫывхарнӑ шӑвӑнса.
Юр пек шурӑ ҫӳҫлӗ, тар шӑршиллӗ кун,
Эс ҫитсессен ҫӗнӗрен хӗрет-ҫке юн,
Эс ҫитсессен, тепӗр хут кӳтет-ҫке чун,
Вӑрҫӑ кунӗ, чыслӑх кунӗ,
Пурнӑҫ кунӗ!
Куҫ хупмасӑр кунӗпе те ҫӗрӗле
Утрӗ халӑх, чӑтрӗ халӑх чӗрипе.
Заводра та, уй-хирте чуна парса,
Сан пата эпир ҫывхарнӑ ӑнтӑлса.
Юр пек шурӑ ҫӳҫлӗ, тар шӑршиллӗ кун,
Эс ҫитсессен ҫӗнӗрен хӗрет-ҫке юн,
Эс ҫитсессен, тепӗр хут кӳтет-ҫке чун,
Вӑрҫӑ кунӗ, чыслӑх кунӗ,
Пурнӑҫ кунӗ!
Ах, аннемӗр, таврӑнайрӗҫ пурте мар,
Паттӑрсен ятне ялан асра тытар.
Сӑртсем урлӑ, шывсем урлӑ талпӑнса,
Сан пата эпир ҫывхарнӑ ӑнтӑлса.
Юр пек шурӑ ҫӳҫлӗ, тар шӑршиллӗ кун,
Эс ҫитсессен ҫӗнӗрен хӗрет-ҫке юн,
Эс ҫитсессен, тепӗр хут кӳтет-ҫке чун,
Вӑрҫӑ кунӗ, чыслӑх кунӗ,
Пурнӑҫ кунӗ!
Юр пек шурӑ ҫӳҫлӗ, тар шӑршиллӗ кун,
Эс ҫитсессен ҫӗнӗрен хӗрет-ҫке юн,
Эс ҫитсессен, тепӗр хут кӳтет-ҫке чун,
Вӑрҫӑ кунӗ, чыслӑх кунӗ,
Пурнӑҫ кунӗ, Пурнӑҫ кунӗ!
Comments
Post a Comment